Паян, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрнине уçрăмăр.
«Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха манма хушнипе пĕрех»,- тенĕ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев.
Пуҫламӑш класра вӗренекен ачасем хушшинче «Чăвашсен Аслă патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев» ятпа вăйă ирттертĕмĕр. Ку вăйăн тĕллевĕсем — ачасене И.Я.Яковлев кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси, вăл чăваш халăхĕншĕн чăн-чăн улăп пулнине ăнланса илме пулăшасси, ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. И.Я.Яковлевăн кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне пăхса тухрăмăр. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсепе ребуссем килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç.