Паян шкулта чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ уяв иртрӗ

Тӑван чӗлхе—тӑван халӑхӑн нихӑҫан та иксĕлми ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ. Ҫак ҫӑл куҫран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пӗлу илсе ӳсетпӗр. Тăван сасăран, тӑван чӗлхерен пирĕн ăс-хакăл, чун-чĕре вăй-халӗ, кӑмăл никӗсӗ аталанма пуҫланине манас марччӗ. Чӑвашсен аслӑ ҫутта кӑлараканӗ И.Я. Яковлев ҫапла палӑртнӑ: «Анне чӗлхи – халӑх ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-сипечӗн аслӑран та аслӑ вӑйӗ, унӑн тӗп тӗрекӗ».

          Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче  Васанти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ уяв иртрӗ. Ҫак кун илемлӗ чӑваш юррисем янӑрарӗҫ. Кашни ача сӑвва тӑван чӗлхепе уҫӑмлӑ та чуна пырса тивмелле вуларӗ. Епле уяв вӑйӑсӑр ирттӗр? Ачасем хаваспах ӗлӗкхи чӑваш ачисем вылянӑ вӑйӑсене вылярӗҫ. Асатте - асаннесем вылянӑ вӑйӑсем  ачасене ҁав тери килӗшрӗҁ, асамлӑ туйӑм ҁуратрӗҫ.