Манăн чĕлхе- манăн тĕнче, манăн чун

Манăн чĕлхе- манăн тĕнче, манăн чун

 

                                                                                                   Кар тăрса чăвашлăха упрар,

                                                                                                        Алла-аллăн тытăнса утар.

    Чăваш халăхĕшĕн чи хакли вăл – чăваш юманĕ пек ҫирĕп те патвар, вутти пекех хĕрӳллĕ те вăйлă, хăмли пек хăватлă та хаяр, тĕрри пек паха та илемле, асамлă та ытарлă, юрри пек кĕввĕллĕ те янăравлă, ҫепĕҫ, вăрманĕ пек пуян, хирĕ пек уҫăмлă, тĕрлĕ йывăлăх витĕр тухса паянхи кунчченех упранса юлайнă тăван чĕлхе.

    Кашни ҫул Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр. Тăван чĕлхе эрнинче вара Васан шкулĕнче тĕрлĕ енлĕ мероприятисем иртрĕҫ.  Ачасем вали «Чăваш чĕлхи – анне  чĕлхи» анлă кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.  Иван Яковлевич Яковлев «Чăваш халăхне панă халал» пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Унти кашни сăмахра халăх шăпишĕн хыпса çуннă ăсчахăмăрăн канăçсăр чĕри таппине туятăн. Халăха çутта кăларасшăн пĕтĕм пурнăçне панă çын, хăйĕн тивлетне Турă ирĕкĕ пек ăнланса,  чăвашсене таса чунлă та мал туртăмлă пулма пиллет.

  К.В.Иванов – чăваш поэзийĕн ахах-мерченĕ «Нарспи» поэма тарах ӳкерчĕксем сăнарларĕç. Аслă классем хушшинче «Эпир – чăваш йăхĕнчен» класс сехечĕ иртрĕ.

   Хамăр чăваш пулнипе яланах мăнаҫланар, чăваш чĕлхине юратар, Чăваш Ене чапа кăларнă ҫынсене ĕмĕр сума сăвар!