Васанти клубра ака уйăхĕн 19-мӗшӗнче Аслӑ вӗрентекенӗмӗр — Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа анлӑ уяв иртрӗ.

Васанти  клубра ака уйăхĕн 19-мӗшӗнче Аслӑ вӗрентекенӗмӗр — Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа анлӑ уяв иртрӗ.

        Васанти  клубра ака уйăхĕн 19-мӗшӗнче Аслӑ вӗрентекенӗмӗр — Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа анлӑ уяв иртрӗ. 

        Мероприятине администрацийӗн аслӑ специалистчӗ Оксана Владимировна Егорова ертсе пычӗ. Васанти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан  шкулти вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, кунта  ӗҫлекен поварсем,  ял тата шкул библиотекин ӗҫченӗсем, вулакансем, ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ. Ял пуҫлӑхӗ Валерий Юрьевич Ильин  пухӑннӑ ҫынсенене саламларӗ. 

          Уяв «Чӑвашсен пур сумлӑ ҫын» сӑвӑпа уҫăлчӗ. Иван Яковлевич Яковлев — чăваш тĕнчине çутта кăлараканӗ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне никӗслекенӗ. Ҫак шкултан чылай паллӑ ҫынсем вӗренсе тухнӑ.

        Иван Яковлев хăйĕн вăхăтри çынсене ырми-канми ĕçĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Вăл чăваш çырулăхне шухăшласа кăларнă, халăх вĕрентĕвĕн ертӳçи, чăваш фольклорĕн тĕпчевçи, букварьсемпе чăваш кĕнекисен авторĕ, тăлмачĕ, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ, литература хаклавçи.

        Вӑтам шкулти учительсем хатӗрленӗ презентаци Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Анджела Егорова хатӗрленӗ чӑваш тумӗ тӑхӑнса шкул ачисем сцена ҫине тухрӗҫ. 

      Иван Яковлевич чӑвашсене юратнӑ. Вӗсене вӗрентесшӗн пулнӑ.  И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне халал парса хӑварнӑ.

       Иван Яковлевич Яковлевӑн «Халалӗпе" чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Марина Николаевна Лелюкова паллаштарчӗ. 

         2 класра вӗренекен  ачасем И.Я.Яковлев ҫырнӑ  «Эпӗ ӳкӗнни» хайлавӗ тӑрӑх инсцинировкӑ кăтартрĕҫ.   Петрова Юльӑпа Ираида Ефимова чăваш чӗлхи кунне халалланӑ, И. Я. Яковлев ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем каласа пачӗҫ.

          Зинаида Свеклова Иван Яковлевич Яковлев ӗҫне малалла тӑсмалли, тӑван чӗлхене аталантарса пымалли, чӑвашла калаҫма манмалла марри ҫинче чарӑнса тӑчӗ, А. В. Ларионовпа Г. Н. Ларшникова асӑнса сӑмах каларӗ. 

         Аслӑ вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев: «Чӑваш ҫӗршывӗ – ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах ҫӗршывӗ» — тенӗ. Апла пулсан пирӗн, ҫӗр пин юрра, ҫӗр пин тӗрре, ҫӗр пин сӑмаха ачасем патне ҫитермелле, чӑваш халӑхӗн историйӗпе, йӑли-йӗркипе, культурипе паллаштармалла, ҫутҫанталӑкпа килӗштерсе пурӑнма вӗрентмелле.

        Уява вĕҫленĕ май Свеклова З. И. уява хутшӑннӑ ҫынсене ятарласа хатӗрленӗ хисеп грамотисемпе хавхалантарчӗ.